АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Раççейре, республикăра

00:00 20 декабря 2011 г.

- Республикăн 2012-2020 çулсенчи экономика аталанăвĕпе инноваци экономикин программинче палăртнă тăрăх 2020 çул тĕлне ĕç укçи виçĕ хут ÿссе вăтамран 44 пин тенкĕрен иртмелле. Çак хушăрах ял хуçалăхĕнчи вăтам шалу вара 33 пин тенке яхăн пулмалла. Усă куракан сухаламалли çĕрсен тÿпи 100 процентпа танлашмалла, апат-çимĕç туса илесси 3 хут ытла ÿсмелле. Республикăн 2012-2020 çулсенче ял хуçалăхне аталантармалли тата ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварпа апат-çимĕç рынокне йĕркелемелли патшалăх программине пурнăçлама пĕтĕмпе 40 млрд тенкĕ тăкаклама пăхнă.

- Республикăри тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсен кăçал 274,5 пин гектар çинчен тыр-пул пухса кĕртнĕ. Çак лаптăк пĕлтĕрхинчен 7 процент пысăкрах. Çĕр улми 49,4 пин гектар (пĕлтĕрхин 90,6 проценчĕ), пахча çимĕç 6,4 пин гектар (119,4 процент) йышăнать. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 246,1 пин гектар. Пăр тата çил-тăвăл сăтăр тунăран 10,8 пин гектар пĕтнĕ. 16,7 пин гектар çинчи тыр-пула выльăх апачĕ хатĕрлеме янă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика