00:00 25 ноября 2011 г.
Ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче (кăçал вăл ноябрĕн 27-мĕшне лекет) Раççейре Амăшĕн кунне паллă тăваççĕ. Ăна амăшĕн социаллă пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе Раççей Президенчĕн 1998 çулхи январĕн 30-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн палăртаççĕ.
Çĕр çинче аннерен çывăхрах тата хаклăрах çын çук. Аннесем пире тăван чĕлхе илемлĕхĕпе паллаштараççĕ, вĕсем пулăшнипех ĕмĕрсем тăршшĕ çирĕпленнĕ йăла-йĕркене ăша хыватпăр. Анне çинчех çемье тытăнса тăрать, мĕншĕн тесен вĕсемех çемье ăшшине упраççĕ. Аннесен юратăвĕ вăй-халпа шанăç парса тăрать. Ĕмĕр тăршшĕпе вăл çапла пулĕ.