00:00 15 ноября 2011 г.
ЧР экономика министерствин графикĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче вак тата вăтам предпринимательство кунĕ иртет. Вăл райадминистрацин ларусен залĕнче 10 сехетре пуçланать. Унăн ĕçне ЧР экономика аталанăвĕн министерствин, республикăри бизнес - инкубаторăн, налук инспекцийĕн, пенси фончĕн, Роспотребнадзорăн, прокуратурăн, РФ Перекет банкĕн, Россельхозбанкăн, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн представителĕсем хутшăнĕç.
Район администрацийĕ.