00:00 11 ноября 2011 г.
Хисеплĕ граждансем, Чăваш Республикинче террора хирĕç кĕрешесси мĕнле шайра пулса пынине палăртма ноябрĕн 5-20-мĕш кунĕсенче вĕренÿ иртет. Çак тапхăрта «диверсантсене» (вĕсем вĕренĕве хутшăнакансем) тĕрлĕ объектсенче, лавккасенче, вокзалсенче, халăх ытларах пухăнакан ытти вырăнсенче «сирпĕтмелли япаласем» (муляжсем) вырнаçтарнă вăхăтра е унăн умĕн тытасси. «Диверсантсем» (20-40 çулхи тĕреклĕ хул-çурăмлă çамрăк арçынсем) вăхăтлăха пурăнма вырăн пама, автотранспорта арендăна илме, SIM-картăсем, карас телефонсем туянма, пĕр-пĕр япалана тепĕр çĕре куçарма пулăшу ыйтма пултарĕç. Çавăн пекех вĕсем республикăри аптекăсенче хими препарачĕсене пысăк калăпăшпа туянма хăтланĕç, тĕрлĕ учрежденисем умĕнче çÿресе фотоÿкерчĕксем тăвĕç. Йĕрке хуралĕн органĕсем сирĕнтен, хисеплĕ граждансем, иккĕленÿллĕ çынсем пирки çак телефон номерĕсемпе пĕлтерме ыйтатпăр: 24-08-39, 2-19-17, 2-19-08, 2-17-40, 2-12-19, 02.