АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Цифрăсен чĕлхипе

00:00 21 октября 2011 г.

Вăрмар районĕнче 42 клуб учрежденийĕ, 21 библиотека ĕçлет: çав шутра ял тăрăхĕсенче - 19. Юридици сăпачĕллисем - 7.

Пур библиотекăсене, 2 Культурăпа кану центрне - Вăрмарти тата Арапуçĕнчине - модернизациленĕ. 2012-2013 çулсенче Чулкасри, Аслă Чакри Культурăпа кану центрĕсене, Чупайĕнчи Культура çуртне модернизацилеме палăртнă.

Клуб сетьне çĕнетни вĕсенче ирттерекен мероприятисене хутшăнакансен йышне ÿсме май парать, çапла майпа хушма пулăшу панипе укçа-тенкĕ те кĕрет. Çитес вăхăтра 17 бюджет учрежденийĕсем йĕркелеме палăртнă: вĕсенчен клубсем - 16 тата районти тĕп библиотека. Ыттисем филиалсем пулмалла.

Районти культура учрежденийĕсенче çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕçсем çаксем пулса тăраççĕ: пурлăх базине пуянлатасси, хальхи пурнăç шайĕнчи сасă тата çутă паракан оборудованисемпе пуянлатасси, сцена çине тухмалли тумтирпе тивĕçтересси те малти вырăнта тăраççĕ. Çакă халăха культура учрежденийĕсене туртăнма, ăс-хакăл енчен пуянланма майсем туса парĕ. Çыннăн культура шайĕ, çемьере, шкулта ăс парса вĕрентнисĕр пуçне пирĕн учрежденисенчен те чылай килет. Çакна яланах асра тытса, майсем пур таран пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ культура ĕçченĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика