00:00 18 октября 2011 г.
2008 çулта пенсин патшалăх софинансированийĕн программи ĕçлеме тытăнчĕ, вăл пулас пенсие ÿстерме май паракан пĕртен-пĕр меслет пулса тăчĕ. Çак тапхăрта программăна Раççейри 5,8 млн çын кĕнĕ, вĕсем хăйсен пулас пенси фондне 8,3 млрд тенкĕ укçа хунă. Пирĕн районта программăна 931 çын хутшăннă, 1,9 млн тенкĕ «тăкакланă».