00:00 14 октября 2011 г.
Кăçал республикăра планпа пăхнинчен 163,8 процент утă, 187,2 процент сенаж хатĕрленĕ. Мĕн пуррине апат единици çине куçарсан кашни условнăй выльăх пуçне 31,4 центнерпа танлашать. (2010 çулта - 14,1).
Уйăх каялла республикăри пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕнисем талăксерен 11,9 килограмм сĕт антарнă, октябрĕн 7-мĕшĕнче - 10,4 кг. Пирĕн районти хуçалăхсенче октябрĕн 7-мĕшĕ тĕлне кашни ĕнерен 8,4 килограмм сĕт суса илнĕ. Ку енĕпе «Шигали» ЯХПК малти вырăнта. Кунти ĕçченсем кунсерен сĕт антаракан ĕнесенчен 9,1 килограмм сĕт суса илеççĕ.
Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче. Выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ. Кăтарту сисĕнмеллех чакмалла мар.