АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕç ветеранĕсем пирки

00:00 14 октября 2011 г.

Правительствăра Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата ЧР федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура ЧР Президенчĕ М.Игнатьев «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илме ирĕк пур граждансен категорийĕсем çинчен» Указа алă пусни çинчен пĕлтернĕ.

Унпа килĕшÿллĕн 40 çултан кая мар ĕçленĕ хĕрарăмсене тата ĕç стажĕ 45 çулпа танлашакан арçынсене «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят пама пăхнă. Указ 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕрет. ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков саккунпа килĕшÿллĕн республикăри ĕç ветеранĕсен социаллă пулăшу - кашни уйăхра 980 тенкĕ укçа тÿлевĕ (шăл протезĕн хакĕн укçа компенсацине, çул çинче çÿренĕшĕн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсен тÿлевĕн 50 процентне) - илме ирĕк пуррине каланă. Кунсăр пуçне ĕç ветеранĕсене çыхăну пулăшăвĕсен (телефон, радио, пĕрлехи телеантенна) хакĕн 50 проценчĕ чухлĕ укçа компенсацийĕ параççĕ.

Пуçламăш тапхăрта социаллă пулăшу пама çулталăкне тата 110 млн тенкĕ кирлĕ пулать. ЧР 2012 çулхи тата планпа пăхнă 2013, 2014 çулсенчи тапхăрта республика бюджечĕн проектĕнче 2012 çула ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу памалли мерăсене пурнăçлама 1637,9 млн тенкĕ палăртса хăварнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика