00:00 11 октября 2011 г.
Çул çитмен ачасем право йĕркине пăсассинчен асăрхаттарас енĕпе чылай ĕç тунă пулин те, çитменлĕхсем çук мар. Пĕтĕмлетÿсем кăтартнă тăрăх, республикăра сакăр уйăх хушшинче çул çитменнисем тунă преступленисем сахалланнă, унта хутшăнакансем те чакнă. Анчах та шкул ачисем йĕрке пăснин тĕслĕхсем нумайланнă, çавăнпа сентябрĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 25-мĕшĕччен вĕрентÿ учрежденийĕсенче «Полици тата ачасем» ятлă акци ирттерме йышăннă. Ун тĕллевĕ - çул çитменнисем хушшинче йĕркене пăсассин сăлтавĕсене тупса палăртасси, право ыйтăвĕсемпе паллаштарасси тата ачасемпе ашшĕ-амăшне юридици пулăшăвĕ парасси.
Акци вăхăтĕнче шкулсенче право темипе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ, лекцисемпе калаçусем, полици ĕçченĕсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ, кинофильмсем кураççĕ.