00:00 09 сентября 2011 г.
Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекин I томĕн II пайĕ (2500 экз.) кун çути курнă. Унта республикăри сайра тĕл пулакан тата çĕр питĕнчен çухалас патне çитнĕ чĕр чунсене кĕртнĕ.
Ăна тĕслĕ ÿкерчĕксемпе, фотографисемпе, карттăсемпе пуянлатнă. 428 страницăран 56-шне çут çанталăкра тунă ÿкерчĕксем йышăнаççĕ. Кĕнеке валли материал пухма 20 çул каяллах пуçланă.
Кĕнекере - саккун хÿттине илнĕ 290 тĕрлĕ чĕр чун: çурăм шăммисĕрри - 161, çурăм шăммилли - 129. Пĕрремĕшĕсен шутĕнче лĕпĕш - 93, эрешмен - 2, тĕкĕл турапа пыл хурчĕ - 20, нăрă 32 тĕрлĕ тата ытти те. Иккĕмĕшсен ушкăнĕнче пулă тата пулă евĕрли - 17, калта - 1, çĕлен - 2, вĕçен кайăк - 72, сĕтпе тăрантараканни - 35, шапа евĕрли 2 тĕрлĕ.
Чăваш Енре кайăксен - 300-е яхăн, сĕтпе тăрантараканнисен 60-а яхăн тĕсне шута илнĕ. Çак йышăн пĕр пайне кĕнекене кĕртнĕ.