АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кил хуçалăхне аталантарма

00:00 09 сентября 2011 г.

«АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн уйрăм кил хуçалăхне аталантарма кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 441 çын çăмăллăхлă кредит (47 миллион тенкĕ ытла) илнĕ. Наци проекчĕ пурнăçа кĕме пуçланăранпа пурĕ 2960 çын (476 миллион та 284 пин тенкĕлĕх) çак пулăшупа усă курнă. Кăçалхи çул РФ Перекет банкĕн Çĕрпÿри уйрăмĕн Вăрмарти хушма офисĕ урлă 190 çын кредит (27 миллион та 363 пин тенкĕлĕх), Россельхозбанк уйрăмĕнчен 251 çын кредит (49 миллион та 329 пин тенкĕлĕх) кредит илнĕ. Чулкас ял тăрăхĕнче пурăнакансем асăннă пулăшупа чи активлă усă куракансем, кунта пурăнакан 55 çын (8 миллион та 715 пин тенкĕлĕх) кредит илсе килти хушма хуçалăха аталантарса выльăх-чĕрлĕх валли ăшă витесем хăпартнă, ял хуçалăх ĕçĕнче усă курма пĕчĕк калăпăшлă техника туяннă, выльăх-чĕрлĕх илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика