00:00 06 сентября 2011 г.
РФ Патшалăх Думи «Пулă тытма юратакансем тата спортсмен пулăçсем çинчен» саккуна йышăниччен çĕршывра анлăн сÿтсе явма, сĕнÿсене пĕлтерме ыйтать. Вăл вăя кĕрсен шыв-шур таврашĕнче вăлта тытса ларма юратакансене мĕн кĕтет;
- Раççей гражданĕсен пулă тытма юратакансем тата спортсмен пулăçсем пулă тытакан шыв объекчĕсене харпăрлăха илмелли право пулĕ. - Федераци харпăрлăхĕ шутланакан пурте усă курмалли шыв-шур лаптăкĕсенчи хăш-пĕр участок пулă тытма юратакансем тата спортсмен пулăçсем валли тивĕçлĕ май туса паракан çынсен аллине куçĕ. Пулă ĕрчетмелли, аквакультурăна пуянлатмалли вырăнсене вĕсен аллине парасси граждан саккунĕсемпе килĕшÿллĕн пулса пырĕ. Пурте усă курмалли объектсенче, çав шутра промышленноç никĕсĕ çинче тытмалли лаптăксенче, тÿлевсĕрех тытма ирĕк парĕç. Пулă ĕрчетекен хуçалăхсен, ăна сутакан промышленноç предприятийĕсен объекчĕсен пĕр пайне пулă тытма юратакансем валли пулă тытма май туса пама харпăрлăха илĕç.