00:00 06 сентября 2011 г.
Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн ял хуçалăх, экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов «Агрофирма Агро Ресурсы» акционерсен уçă обществин хăмла туса илекен хуçалăхне çитсе курнă, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă. Асăннă хуçалăхра хăмла туса илекен лаптăк 20 гектарпа танлашать. Кăçал ун тухăçĕ те ăнса пулнă. Çавна май асăннă общество ĕççине тĕплĕн хатĕрленнĕ. Хăмла типĕтекен агрегат «симĕс ылтăна» йышăнма хатĕр, çунтармалли-сĕрмелли материал та çителĕклĕ туяннă. Хăмла пухассипе пĕрлех кунта хăмлан çĕнĕ хунавĕсене çитĕнтерессипе çĕр лаптăкне хатĕрлеççĕ. Кăçалхи çул вăл 6 гектар йышăнать, кĕркунне тата 2 гектар çинче лартса хăварма палăртаççĕ.