АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Бизнеса аталантарма – грант

00:00 02 сентября 2011 г.

ЧР Экономика министерстви тин çеç бизнес пуçарса янисенчен предприниматель ĕçне малалла аталантармашкăн грант илме документсем йышăнасси çинчен пĕлтерет. Вĕсене ЧР Министрсен Кабинечĕ 2007 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче çирĕплетнĕ йĕркепе хатĕрлемелле. Шупашкарти Ленинград урамĕнчи 36-мĕш çуртри «Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ памалли нумай тĕллевлĕ центр» учреждение сентябрĕн 20-мĕшĕччен тăратмалла (тел.: 8(8352)22-47-77).

Министерство патшалăх грантне çĕнсе илессишĕн 30 çулчченхи çамрăк бизнесменсене те конкурса тупăшма йыхравлать. Комисси пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантармалли чи лайăх проектсене суйласа илет. Çамрăксен документсене сентябрĕн 20-мĕшĕччен унтах çитермелле.

Грант илни пуçаруллă çынсене бизнеса аталантарма питĕ меллĕ майсем туса парать. Çавăнпа та экономика министерстви малашлăха пăхакансене конкурса хутшăнни, унта çĕнтерни «симĕс çутă» парасси çинчен пĕлтерет. Çавăнпа та грант илме тăрăшмалла, ку республикăна малалла аталантарма майсем туса парĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика