00:00 30 августа 2011 г.
М.Игнатьев Президент антитеррор комиссийĕн тата ЧР оперативлă штабăн пĕрлехи ларăвне ирттернĕ.
«Кашни суйлавçă Конституци правипе туллин усă курма, шухăш-кăмăлне ирĕклĕн палăртма пултартăр», - тенĕ республика ертÿçи. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕсене пĕр кунта, 2011 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче, ирттерме йышăннă.
Патшалăх Канашĕ пĕр мандатлă 22 суйлав округĕн схемине çирĕплетнĕ, 1200 суйлав участокне йĕркелеме палăртнă.
Пĕлÿ кунĕнче çĕр-çĕр ача партăсем хушшине ларĕ. Шкулта вĕсен сывлăхĕпе пурнăçне упрасси малти вырăна тухать. Президент та сăмах пуçарнă, хăш-пĕр шкулта пулăшу чĕнмелли «кнопкăсем» çуккине, ытти çитменлĕхе асăрханине палăртнă. Шкулсене антитеррор хÿтĕлевĕпе тивĕçтересси çинчен те сăмах пуçарнă.