00:00 26 августа 2011 г.
ЧР Президенчĕ сывлăх сыхлавне модернизацилес ыйтупа канашлу ирттернĕ. М.Игнатьев хула округĕсен тата муниципалитет районĕсен пуçлăхĕсемпе видеоçыхăну мелĕпе калаçнă.
Программăна пурнăçлама 2011-2012 çулсенче пирĕн республикăна 4 млрд та 539 млн тенкĕ уйăраççĕ. Сывлăх сыхлавне модернизацилес ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри - медицина учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетни. ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ В.Муллина пĕлтернĕ тăрăх хальхи вăхăтра 18,5 млн тенкĕлĕх 18 тĕрлĕ çĕнĕ йышши медицина техники вырнаçтарнă. 2012 çул вĕçлениччен ку чухнехи 2 пин ытла тĕрлĕ оборудовани туянĕç. 25 больницăна тĕпрен юсама пысăк укçа уйăрма палăртнă. Халĕ 7 муниципалитетри 13 медучреждение юсаççĕ.
Президент хăш-пĕр муниципалитет администрацийĕсен пуçлăхĕсене итленĕ, медучрежденисене тĕпрен юсассине тăсма юраманни çинчен каланă. Çавăн пекех медицина кадрĕсем çитменнипе çыхăннă ыйтăва та сÿтсе явнă, тухтăрсемпе медсестрасен ĕç укçине ÿстерессине пăхса тухнă.