00:00 19 августа 2011 г.
ЧР Юстици министрĕ Н.Прокопьева апрель-июль уйăхĕсенчи çар призывĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Çара Чăваш Енрен 3,2 пин ытла çамрăка ăсатнă, призыв планне ирттерсе пурнăçланă.
Çар комиссарĕ А.Мокрушин пĕлтернĕ тăрăх - республика иккĕмĕш разрядлă комиссариатсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Юлашки çулсенче çар ретне тăрассинчен пăрăнакансен шучĕ те чакса пырать.
Çак енĕпе ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмарпа Куславкка районĕсен пайĕ те ăнăçлă ĕçлет. Пирĕн ентешсем çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама каяççĕ. Çакăн çинчен редакцие çар чаçĕсенчен килекен Тав çырăвĕсем те калаççĕ.