00:00 19 августа 2011 г.
Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн ертÿçипе А.Цветковпа унăн çумĕ П.Куприн Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ю.Николаевпа тĕл пулнă, кăçалхи декабрьте иртекен РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне пĕтĕмĕшле, участокри суйлав комиссийĕн пÿлĕмĕсене мĕнле хатĕрленипе кăсăкланнă, комисси членĕсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме сĕннĕ. Унтан Çĕрпÿри территори суйлав комиссийĕнче участоксенчи комиссисен ертÿçисемпе, секретарĕсемпе канашланă. Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутатне пĕр мандатлă Çĕрпÿ 11-мĕш суйлав округĕпе (унăн йышне Çĕрпÿ тата Красноармейски районĕсемпе пирĕн районти Энтрияль ял тăрăхĕнчи ялсем кĕреççĕ) палăртнă май унта асăннă районсенчи территори суйлав комиссийĕсен членĕсемпе политика партийĕсен представителĕсем хутшăннă.
Çитес вăхăтра иртмелли суйлав пысăк пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа та унта пур суйлавçăн хăйĕн кăмăл-шухăшне пырса палăртмаллах. Пуласлăх пирĕн активлăхран килет, çакна асра тытасчĕ.