АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ завод пулĕ

00:00 16 августа 2011 г.

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин Мускавра ĕçлесе пурăнакан «Мороз-ФУДс» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕпе С.Рамзайцевпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçу вăхăтĕнче вĕсем районта агропромышленность комплексне аталантарассипе инвестицисем хывас ыйтăва сÿтсе явнă. Сăмах кунта сĕте тирпейлес енĕпе çĕнĕ завод хăпартмалли çинчен пынă. Ăна валли ятарлă вырăн палăртнă. Çитес вăхăтра кунта строительствăпа монтаж ĕçĕсем пурнăçлама тытăнĕç. Çавăн пекех район территорийĕнче выльăх-чĕрлĕхе аталантарассипе ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсене йĕркелеме пăхнă. Ăна «Çемье ферми» ят пама палăртнă. Çавна май Кавал ял тăрăхĕнче пурăнакансем çемье фермине аталантарассипе çыхăннă программăна кĕме палăртнă. Вĕсемпе инвесторсем тĕл пулса асăннă кооператива кĕме килĕшÿ тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика