00:00 05 августа 2011 г.
Эрех ĕçни, наркомани, СПИД обществăшăн - чи хăрушă виçĕ чир. Вĕсене сиплеме питĕ йывăр, çавăнпа та çамрăксем хушшинче профилактика ĕçĕ ирттерни чи витĕмлĕ мел. Çакна шута илсех ĕнтĕ Кĕлкешри библиотекăра «Çĕнĕ ĕмĕрĕн сывă тăхăмĕ» ятпа курав йĕркеленĕ. Унта наукăпа медицина литературине, кĕнекесем, брошюрăсем тăратнă. Кашниех хальхи общество умĕнче тăракан çак чирсем пирки тĕплĕн пĕлме, вĕсене мĕнле сирсе ямалли çинчен пĕлме пултарать.