00:00 26 июля 2011 г.
Тикаш ял тăрăхĕнче паянхи кун тĕлне 8 артезиан скважини ĕçлет. Вĕсенчен Тикаш ялĕнче - 5, Хĕрлĕçырта - 2, Çĕнĕ Вĕренерте -1. Унсăр пуçне шывпа тивĕçтерекен система çумне çыхăнтарнă резервлă çăл куç пур. Тикаш ялĕнчи Çĕнтерÿ урамĕнче пурăнакансем ыйтнипе вырăнти администраци тараса чавма палăртнă. Çак ĕçре «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ, Г.Павлов уйрăм çын предприниматель, П.Чернов, Н.Филимонов, О.Филимонов, Ю.Филимонова, А.Александров, Н.Волков пысăк тăрăшулăх кăтартнă. Асăннă урамра çĕнĕ тараса хута кайнă. Черетре - çак урамри кивĕ тарасана юсаса çĕнетесси.