00:00 22 июля 2011 г.
ЧР Президенчĕ М.Игнатьев ячĕпе Тутарстан Республикин Президентĕнчен Р.Миннихановран Правительство телеграмми çитнĕ. Унта вăл 2011 çулхи июлĕн 10-мĕшĕнче Куйбышев шыв управĕнче пысăк инкек пулнă май пĕрле хурланнăшăн, пулăшнăшăн тав тунă.
«Сирĕн тимлĕх, эсир чун-чĕререн пулăшни пирĕншĕн, Тутарстанра пурăнакансемшĕн, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем тăванĕсемпе çывăх çыннисене çухатнисене, çак хăрушă инкекпе тĕлĕнмелле майпа сывă юлнисене çирĕп кăмăллă пулма пулăшаççĕ», - тенĕ телеграммăра.
Июлĕн 10-мĕшĕнче Куйбышев шыв управĕн акваторийĕнче Тутарстанăн Кама-Устье районĕн территорийĕнче çул çÿремелли «Булгария» теплоход путнă. Теплоход çинче 208 çын пулнă.
ЧР Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн Чăваш Республикинчи шыравпа çăлав службине пĕр тăхтаса тăмасăр йывăр лару-тăрура ĕçлеме хатĕрленĕ: инкек пулнă вырăна кирлĕ пулăшу пама оперативлă ушкăн тухса кайнă.
Çăлав ĕçĕсен пĕрремĕш кунĕнче чăваш водолазĕсем вилнисен 8 ÿтне (çав шутра ачан) шывран кăларнă.