00:00 22 июля 2011 г.
М.Игнатьев Президент Министрсен Кабинечĕн хăш-пĕр членĕпе тата республикăри ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ, ял хуçалăх аталанăвĕн малашлăхне сÿтсе явнă.
Канашлура Чăваш Енре çĕр улми тирпейлекен пысăк предприяти тумалли çинчен калаçнă. Çакă мĕн пур ресурса пĕрлештерме, çĕр улми туса илессине ÿстерме, вырăнти продукцие федераци шайĕнчи суту-илÿ сечĕсене кăларассине ансатлатма пулăшĕччĕ. Çак шухăшпа килĕшнĕ май М.Игнатьев çĕр улми упрамалли çĕнĕ складсем тумаллине, хамăр патрах вăрлăх çитĕнтерессине аталантармаллине палăртнă.
Пахча çимĕç туса илессин ыйтăвĕсене тишкернĕ май пысăк теплица хуçалăхĕсен тытăмне аталантарасси пирки те сăмах пулнă. Çавăн пекех кролик, кайăк-кĕшĕк, ĕне ĕрчетессипе, пулă хуçалăхĕпе, хăмла çитĕнтерессипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе явнă.