00:00 22 июля 2011 г.
Патшалăх статистикин федераллă службин Чăваш Республикинчи органĕ 2010 çулта иртнĕ халăх çыравĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă.
Пирĕн республикăра çырав ирттернĕ вăхăт тĕлне 1251599 çын пурăннă. Вĕсенчен 582199 арçын тата 669400 хĕрарăм. Енчен те 2002 çулта çĕршывра арçынсен йышĕ процентпа илсен 46,3, хĕрарăмсен шучĕ 53,7 процент пулнă пулсан, 2010 çулта çак кăтарту улшăннă, арçынсен йышĕ 46,5 процента çитнĕ, хĕрарăмсен шучĕ вара 53,5 процент таран чакнă.
Çырав пĕтĕмлетĕвĕ Шупашкар хулипе унăн шутне кĕрекен тăрăхсенче 464133 çын пурăннине кăтартса панă. Вăрмар районĕнче асăннă тапхăр тĕлне 25198 çын пурăннă. Вĕсенчен - 12156 арçын, 13042 хĕрарăм. Енчен те 2002 çулта районта Вăрмар хула тăрăхĕнче пурăнакансен йышĕ 22,4 процент, ялта тĕпленнисен 77,6 процент пулнă пулсан, халĕ пурăнакансен пур шучĕ те ял тăрăхĕсене кĕреççĕ. Ку Вăрмар поселокĕ пĕтнипе мар, унăн статусĕ улшăннипе çыхăннă.
Кÿршĕсен лару-тăрăвĕ мĕнлерех-ха? Канаш хулинче 45608, районĕнче 39729 çын пурăнать. Куславкка тăрăхĕнчи кăтарту: 21645, Çĕрпÿ - 36773, Сĕнтĕрвăрри - 23895.