00:00 19 июля 2011 г.
Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С.Енилина Шупашкарта, Пичет çуртĕнче, пресс-конференци ирттернĕ. Нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт, дача, килти хушма хуçалăхра хуралтă тума çĕр тÿлевсĕр парасси мĕнлерех пыни çинчен каласа панă.
Республикăра йышлă ачаллă - 8665, тĕп хулара - 1457, Çĕнĕ Шупашкарта - 332 çемье.
Черете камсене тăратаççĕ-ха; Заявлени çырнă чухне 18 çул тултарман 3 тата ытларах ача çитĕнтерекен çемьесене. Ашшĕ-амăшĕн те, ачисен те Раççей Федерацийĕн гражданĕсем пулмалла. Чăваш Енре пурăнмалла. Черете тăма вырăнти хăй тытăмлăх органне заявлени, паспорт, çурални çинчен калакан свидетельство, ытти хăш-пĕр документ кирлĕ. Министр хут ĕçĕ нумай маррине, ял тăрăхĕн, хула округĕн администрацине кĕске хушăра хатĕрлесе памаллине палăртнă.
Июлĕн 5-мĕшĕ тĕлне лаптăк илме ирĕк паракан 109 сертификат (çав шутра пурăнмалли çурт тума - 68, дача лартма - 1, килти хушма хуçалăхра хуралтă тума - 40) валеçнĕ. Мĕн пур лаптăк 12,5 га йышăнать. Хальлĕхе нумай мар. Заявлени çыракансем çывăх вăхăтра ытларах пуласса шанаççĕ.