00:00 15 июля 2011 г.
2011 çулăн çур çулхи кăтратăвĕсемпе килĕшÿллĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче аш-какай - 1780,1, сĕт - 8430,1 тонна, çăмарта 4 миллион та 944 пин штук туса илнĕ. Аш-какай туса илесси иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 3,2 процент чухлĕ ÿснĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче кăçалхи çур çулта пĕтĕмĕшле 896,8 тонна сĕт туса илнĕ. «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕ, «Средний Аниш» тулли мар яваплă общество ку енĕпе малтисен ретĕнче.
2011 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне пур категориллĕ хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышĕ 10970 пуç шутланать, çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче - 1080 пуç. Сыснасен шучĕ - 12800, кайăк-кĕшĕк 211151 пуç шутланать, вĕсенчен «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче кайăк-кĕшĕк - 126869 пуç.