00:00 28 июня 2011 г.
Июнĕн 23-мĕшĕнче «Регионсем – пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси» регионсем хушшинчи 18 курав уçăлчĕ. Куравăн тĕллевĕ Раççей Федерацийĕнчи организацисем хушшинчи ĕçлĕ тата суту-илÿ çыхăнăвĕсене аталантарасси, Раççейри тата чикĕ леш енчи тĕрлĕ отраслĕсенчи компанисен çитĕнĕвĕсене кăтартасси, Республикăн социаллă экономикăллă пуянлăхĕпе паллаштарасси. Куравра Вăрмар район экспозицийĕ те пулнă. Ăна ЧР Президенчĕ М.Игнатьев тата ытти нумай сумлă çынсем çитсе курнă. Республика руководительне тата унпа пĕрле пулнă яваплă çынсене экспозици умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пынă ушкăн кĕтсе илнĕ. Экспозицин тематики – район çинчен калакан информаци, пурнăçланнă тата пурнăçланса пыракан инвестици проекчĕсем, ял хуçалăхĕ, ялсен социаллă аталанăвĕ, социаллă сфера тата ытти те.