АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Асăну авточупăвĕ иртĕ

00:00 17 июня 2011 г.

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнăранпа 70 çул çитнĕ май июнĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарта асăну авточупăвĕ пуçланĕ. Çапăçусем пулса иртнĕ вырăнсене çитме палăртнă. Чулхула - Владимир - Тверь - Демянск маршрутпа иртĕ чупу. ГАЗ-67, DODGE MC-61, ГАЗ-М20 «Победа», ГАЗ-21 машинăсем пулĕç. Мероприяти пĕр эрнелĕхе тăсăлĕ, Шупашкара июнĕн 26-мĕшĕнче таврăнĕç. Стрелоксен 139-мĕш дивизийĕ пулнă çапăçу вырăнĕсене çитсе вăрçăра вилнĕ салтаксен ячĕпе лартнă палăк умне чечексем хурĕç. Çавăн пекех авточупăва хутшăнакансем Демянск хулинче вилнисене асăнса лартнă мемориал комплексне уçĕç. 1941 çулта Демянск хулинче пулнă çапăçусенче пирĕн ентешсем 500-ĕн пуçне хунă. Çак мероприятие «Клуб ГАЗ-21 «Ретро» тата «Афганистан вăрçин ветеранĕсен Раççейри союзĕ» Чăваш Республикин обществăлла организацийĕсем йĕркелеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика