00:00 07 июня 2011 г.
ЧР Конституцийĕн 73 статйине тĕпе хурса М.Игнатьев Президент майăн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн Тав сăмахĕ çинчен калакан положение çирĕплетнĕ. ЧР Президенчĕн Тав сăмахĕ патшалăха, саккунлăха тата право йĕркине çирĕплетес, граждансен прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлессине тивĕçтерес, экономикăна, вĕрентĕве, наукăна, сывлăх сыхлавне, культурăна, искусствăна, спорта аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн, хастар ыр кăмăллăх тата общество ĕçĕшĕн, Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ытти ĕçшĕн хавхалантармалли форма пулса тăрать.
Президентăн Тав сăмахĕпе РФ гражданĕсене, ют çĕршывсен гражданĕсене тата гражданлăхсăр çынсене, çак тава тивĕçлĕ ĕçсене тунăскерсене, çавăн пекех организацисен коллективĕсене вĕсен йĕркелÿпе право тата харпăрлăх формине пăхмасăр хавхалантараççĕ.
Президентăн Тав сăмахĕпе хавхалантарма Чăваш Республикин патшалăх органĕсен, муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен территори органĕсен, ертÿçисем сĕнеççĕ.