АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Следстви комитечĕн ĕçченĕсем - Вăрмарта

00:00 07 июня 2011 г.

Юнкун Вăрмара пĕрремĕш хут РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн ĕçченĕсем: управлени пуçлăхĕ А.Мигушов, Çĕрпÿри районсем хушшинчи следстви пайĕн пуçлăхĕ Д.Каргин, пай инспекторĕ М.Абрамова – килсе кайрĕç. Вĕсем район прокуратурин çуртĕнче халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç. Приема килнĕ çынсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, консультацисем пачĕç. Комитет ĕçченĕсем следствипе, уголовлă ĕçпе, судпа çыхăннă ыйтусене пăхса тухаççĕ. Çакăн евĕр тĕл пулусем Следстви комитечĕ районсенче çулталăкне икĕ хут ирттерме палăртнă, пирĕн района тата тепĕр çур çултан килмелле. Çавăн пекех интереслентерекен ыйтусемпе çак телефонпа шăнкăравласа консультаци илме пулать: 58-05-82.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика