00:00 31 мая 2011 г.
«Çамрăк ăрăва тĕрĕс çул çине тăратса ÿстермелле. Ăна эрех-сăра, пирус, наркотик сиенĕсенчен çеç мар, психикăна пăсакан тата туртмалли хутăшсенчен хăтармалла. Вĕсене сутас ĕçе пăрахăçламалла». Çакăн пек тĕллеве çирĕплетнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче «çавра сĕтел» ирттерме пухăннă Чăваш Енри министерствăсемпе ытти организаци пуçлăхĕсем.
Сиенлĕ наркăмăшпа усă куракансем республикăра нумайланса пыраççĕ, чылайăшĕ - çул çитменнисем, шкулта вĕренекенсем.
Туртмалли хутăшсене сутас ĕç республикăра анлă сарăлнă. Вĕсене чечек лавккисенче те, киосксенче те туянма пулать. Хутăшсене ванна тăварĕ, шăшипе кĕрешмелли препарат пек сутаççĕ. Ытларах Интернетпа усă кураççĕ.
«Çавра сĕтеле» хутшăнакансем хăрушлăхпа кĕрешмелли мелсене те пăхса тухнă. Кĕçех хулари пысăк лавккасенче шанăç телефонне çакса хурĕç, транспорт çинче реклама пулĕ. Шкулсенче, çуллахи лагерьсенче пĕрремĕш смена пуçланиччен ачасемпе калаçу ирттермелле.