00:00 24 мая 2011 г.
Чăваш Ен Стройминĕн кăтартăвĕсем тăрăх - кăçал 307 тăлăх патшалăх пулăшăвĕпе хваттерлĕ, çурт-йĕрлĕ пулма тивĕç. Пурин ыйтăвне те татса пама 240,7 млн тенкĕ кирлĕ. Республика бюджетĕнче тĕллеве пурнăçа кĕртме 144,7 млн тенкĕ уйăрнă. Ÿлĕмрен хушăм пулассине систереççĕ. Кунсăр пуçне федераци бюджетĕнчен 50,9 млн тенкĕ субсиди килмелле. Çапла майпа тăлăхсенчен чылайăшĕ кăçалах хăйсен ирĕкĕпе усă курса «социаллă найм» килĕшĕвĕпе пурăнмалли кĕтеслĕ пулĕ.
Пĕтĕмпе 2006-2010 çулсенче тăлăхсене, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене, опекăна илнисене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме 191,6 млн тенкĕ тăкакланă, 336 çамрăк хăйсен çурчĕллĕ пулнă.