00:00 24 мая 2011 г.
Раççей Президенчĕн Д.Медведевăн Сколковăри пресс-конференцине хамăр çĕршыври тата урăх патшалăхсенчи массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекен 815 журналист (çав шутра - Чăваш Енрен те) хутшăннă. Дмитрий Анатольевичăн хуравĕсен «тĕшши» - пурнăçăн чылай енне татăклăн çĕнетсе улăштарасси, пур çĕрте те информаци технологийĕсемпе усă курма тытăнасси, бюрократи канонĕсене пĕтересси...
Паллах, кун пек чухне чылай ытти ыйту çĕкленнĕ - Президентăн тата çĕршыв Правительствин ĕçĕ-хĕлĕ, тĕнчери лару-тăру, урăх çĕршывсемпе тытакан хутшăнусем, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата хăш-пĕр регионти парламентăн декабрьти суйлавсем тата ытти те кăсăклантарнă пичет тата электрон МИХсен ĕçченĕсене.