00:00 13 мая 2011 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Олег Макаров республикăра пурăнакансене пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене, вăрмансене çÿремелли правилăсене пăхăнма чĕнсе каланă.
«Вăрмансенче пушар тухнин тĕп сăлтавĕ - çын тимсĕрлĕхĕ, вут-çулăмпа асăрханусăр усă курнипе тухать.
Пĕлтĕрхи вăрман пушарĕсем пирĕншĕн пуриншĕн те вĕренмелли урок пулчĕ, çын пурнăçĕ çав тери хаклине, çут çанталăка упрамаллине ăнланма май пачĕ.
Кăвайтсем ан чĕртĕр. Çунакан шăрпăка тата пирус тĕпне ан пăрахăр. Кану вырăнĕсене ан çÿплĕр. Çут çанталăка тата хăвăрăн пурнăçа упрăр!», - тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.