00:00 22 апреля 2011 г.
М.Игнатьев Президент Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.
Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Ю.Кекиш çурхи ейÿпе çыхăннă лару-тăрупа тата йышăнакан мерăсемпе паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх - Çавал шывĕ 87 сантиметр çĕкленнĕ.
Республика пуçлăхĕ муниципалитетсен территорийĕсене анлăн тирпейлемелли пирки асăрхаттарнă. «Хуласен округĕсен, муниципалитетсен районĕсен пуçлăхĕсене, предприятисемпе организацисен ертÿçисене калатăп: çулсен хĕрринчи лаптăксене вăхăтра тасатмалла. Аслă Мăн кун тĕлне ниçта та çÿп-çап юлмалла мар. Тăван ен тирпейлĕхĕпе тасалăхĕшĕн пурин те тăрăшмалла», - палăртнă М.Игнатьев.
Президент ял çыннисене çĕр улми вăрлăхĕпе тивĕçтермеллине палăртнă: «Мĕн пур механизмпа усă курăр, майăн 9-мĕшĕ тĕлне кирлĕ чухлĕ вăрлăх кÿрсе килмелле». Канашлура ытти темăна та сÿтсе явнă. Вĕсем пурте пĕлтерĕшлĕ, кулленхи ыйтусемпе çыхăннипе пулнă.