АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Президент журналистсемпе калаçнă

00:00 19 апреля 2011 г.

Республика Президенчĕ М.Игнатьев - массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисемпе «çавра сĕтел» хушшинче калаçу ирттернĕ.

Паян лару-тăрăва хумхатасран сыхланни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе массăллă информаци хатĕрĕсен витĕмĕ пысăк, вĕсем пирки тăваттăмĕш влаç тесе ахальтен каламаççĕ. Михаил Васильевич юлашки çулсенче медиауçлăх вăйлă аталаннипе кăмăллă пулнине палăртнă. МИХсем патшалăхпа общество хушшинчи коммуникатор тивĕçне пурнăçлаççĕ. Акă мĕншĕн влаçăн вĕсемпе алла-аллăн ĕçлемелле. Çав вăхăтрах, республика пуçлăхĕн шухăшĕпе, журналистсен хăйсен миссийĕн яваплăхне туймалла. Президент уçă калаçура журналистсемпе нумай ыйтусене сÿтсе явса хуравсем панă. Ял çыннисене савăнтарма тивĕç хыпар та пĕлтернĕ: федераци бюджетĕнчен мăйракаллă шултра выльăх йышне упраса хăварнисене пулăшма уйăрнă укçа республикăна çитнĕ - 150 млн тенке яхăн. Пĕтĕмпе вара 250 млн тенкĕ пулать. «Кашни ĕне пуçне 2,5 пин тенкĕ тивет», - тенĕ Михаил Васильевич Президент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика