00:00 19 апреля 2011 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ хăйĕн Хушăвĕпе кăçалхи апрелĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа майăн 10-мĕшĕччен пĕр тĕнĕлĕ çине 5 тоннăран нумайрах, икĕ тĕнĕллĕ урапа çине - 4, виçĕ тĕнĕлли çине 4 тонна ытларах тивекен грузпа çÿрекен транспорта çÿреме чараççĕ.
Çакă «Аварийная служба», «Техпомощь» тесе çырнă транспорт хатĕрĕсене, заводран хăваласа килекен тата почта машинисене, чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтерме хутшăнакан, çынсене турттаракан тата вырăнти автомобиль çулĕсене пăхса тăракансене тиесе çÿрекен транспорта пырса тивмест.
Пысăк грузсем тиесе çÿрекен автотранспорта çÿреме чарнă вăхăтра çунтармалли-сĕрмелли материалсем, ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама заводсенчен илсе килекен тракторсемпе ял хуçалăх машинисем, медицина тата ветеринари транспорчĕсем, выльăх апачĕ, вăрлăх, минераллă удобренисем, ял хуçалăх техники валли запас пайĕсем, ăратлă выльăх, аш-какая тирпейлесе хатĕрлекен предприятисене илсе каякан выльăхсем, çимелли тырă, хăвăрт пăсăлакан продуктсем, коммуналлă предприятисемпе халăх валли топливо турттаракан транспорт валли пропуск илмелле.