00:00 12 апреля 2011 г.
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, çурхи ейÿпе кĕрешекен комисси йĕркеленĕ. Районта 2011 çулта ейÿ вăхăтĕнче туса ирттермелли мероприятисен планне туса хатĕрлесе çирĕплетнĕ. Кашни гидротехника сооруженийĕ çумне яваплă çынсене çирĕплетнĕ, хула, ял тăрăхĕсенче штабсем туса хунă. Ейĕве йĕркеллĕ ирттерессипе 2 лару ирттернĕ, унта 3 ял тăрăхĕн пуçлăхне, 4 организаци руководительне итленĕ. Уйрăм çынсемпе инструктажсем ирттернĕ, кирлĕ сĕнÿсем панă. Пĕвесен шыв юххисене, çулсем айĕнчен хывнă пăрăхсене юртан тасатнă. Халĕ тĕп тĕллев - гидротехника сооруженийĕсене, пĕве-каçăсене, кĕперсене шыв-шур аркатасран, тип çырмасене çурса каясран сыхламалли мероприятисем тĕлĕшĕпе пĕтĕм вăй-хала парса ĕçлесси.