АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çынсен йышĕ чакать

00:00 05 апреля 2011 г.

– Юлашки çулсенче халăх йышĕ сисĕнмеллех чакмасть-ха, – ăнлантарать Мускав патшалăх университечĕн экономика факультечĕн çĕршыври халăхăн ыйтăвĕсене тĕпчес енĕпе ĕçлекен центрĕн сектор ертÿçи В.Архангельский. – 2009 çулта вара, статистика кăтартăвĕсем тăрăх, ку енĕпе пĕрремĕш хут ÿсĕм пулнă. Апла тăк патшалăх программисен ырă витĕмĕ пурах. Çапах та халăх йышĕ малашне сахаллансах пырĕ, мĕншĕн тесен ача çуратма пултарас ÿсĕмри хĕрарăмсен хисепĕ чакнăçем чакать. Эпир вĕсен йышĕ пĕчĕкленсе пырассине çамрăк çемьесене пулăшмашкăн патшалăх программисене ăнăçлă пурнăçланипе тата миграци политикин ăслă-тăнлă мерисене йышăннипе кăна витĕм кÿме пултаратпăр.

Халăх йышĕпе федерацин Атăлçи округĕнче пирĕн республика кăтартăвĕсем чи япăххисем мар иккен. Çырав вăхăтĕнче Чăваш Республикинче пурăнакан 1251599 çынна (582199 арçын, 669400 хĕрарăм), Вăрмар районĕнче 25198 çынна шута илнĕ (12156 арçын тата 13042 хĕрарăм).

Халăх сахалланни вилекенсем çут тĕнчене килекенсенчен нумайрах пулнипе те, миграци пĕчĕкленнипе те çыхăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика