00:00 05 апреля 2011 г.
Çулсерен Чăваш Республикинче пурăнакансен килĕнче 1700 ытла пушар тухать. Çак инкеке пула вун-вун миллион тенкĕлĕх пурлăх кĕлленет. Çавна май 500 яхăн çемье кĕтессĕр, куллен усă куракан япаласăр юлать. Пушарта çынсем вилни тата суранланни уйрăмах хăрушă.
Чылай чухне çулăм çăмăлттайлăха пула хыпса илет. Сÿнтермесĕр пăрахнă пирус тĕпĕ е шăрпăк, вырăн çинче пирус туртса выртни (уйрăмах - ÿсĕрле), электричество пралукне вăхăтра улăштарманни - «хĕрлĕ автан» алхаснин сăлтавĕсем.
Инкексен йышĕ чактăр тесе Раççей МЧСĕн республикăри пушар асăрханăвĕн патшалăх управленийĕ Пĕтĕм Раççейри пушар хуралĕн ирĕклĕ пĕрлĕхĕн Чăваш Енри уйрăмĕпе, вырăнти пушар хуралçисемпе, администраци ĕçченĕсемпе пĕрле çулсерен икĕ тапхăрпа «Çурт-йĕр» профилактика операцийĕ йĕркеленĕ.