00:00 01 апреля 2011 г.
«Российская газета» хаçат çак кунсенче 2010 çулта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене пичетлесе кăларнă.
Росстат пĕлтернĕ тăрăх, 2002 çулта иртнĕ çырав хушшинче çĕршыври çынсен йышĕ 2,2 млн çын таран (1,6 процент) чакнă. Паянхи кун тĕлне Раççейре 142 млн та 905,2 пин çын пурăнать. Çакă кашни çул пирĕн çĕршывра çынсен йышĕ 275 пин таран чакни çинчен калать. Ку, пĕтĕмĕшле илсен, вилекенсем çуралакансен йышĕнчен ытларах пулнипе çыхăннă. Чăваш Енре пурăнакансен йышĕ 1313,8 пинрен 1251,6 пине анса ларнă. Атăлçи Федераллă округра Тутарстанра кăна пурăнакансен йышĕ 0,2 процент ÿснĕ.
Ытти регионсене илес пулсан, халăх йышĕ Мускав хулипе унăн облаçĕнче ÿснĕ. Ăнланма пулать - ăçта укçа - унта çын та туртăнать. Республикăнах таврăнар. Енчен те 2002 çулта хуласенче пур халăхăн 60,6 проценчĕ пурăннă пулсан, 2010 çулта çак кăтарту 58,8 процентпа танлашнă. Паян республикăри хуласенче 735,8 пин, ялсенче 515,8 пин çын пурăнать. Чăвашсем яланах çĕрпе çывăх пулнăран ун еннеллех туртăнаççĕ. Хĕрарăмсемпе арçынсен йышĕн шайлашăвне илсен паллă юрăри пекех килсе тухать: «10 хĕре - 9 каччă»...