00:00 15 марта 2011 г.
Республика экономики вăй илсе çĕкленес çул çине тăчĕ пулин те чăрмавĕ çителĕклех тупăнать.
Ĕçсĕррисен çивĕчлĕхĕ чакмасть, паян 15 пин çын ĕç биржинче тăрать. Вăл, тĕпрен илсен, экономистсемпе тата юристсемпе тулса ларнă. Вĕсене çулленех халăх хуçалăхне кирлинчен ытларах вĕрентсе кăлараççĕ. Çав вăхăтрах ялсенче аслă пĕлÿллĕ тата вăтам сыпăкри специалистсем çитмеççĕ. Водительпе механизатор та сахал.