АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Халăх итлевĕ пулать

00:00 01 марта 2011 г.

Мартăн 10-мĕшĕнче райадминистрацин ларусен залĕнче Вăрмар поселокĕнче Çамрăксен урамĕнче çĕнĕ ача сачĕ тăвас проект планне сÿтсе явас тĕллевпе халăх итлевĕ иртет. Ăна поселокра пурăнакансен шухăш-кăмăлне пĕлес, шута илес тесе йĕркелеме палăртнă. Вăрмар поселокĕнче пурăнакансем шухăшĕсене, сĕнĕвĕсене пĕлтерме, хăйсен интересĕсене хÿтĕлеме пултараççĕ.

Пирĕн районта хальхи вăхăтра шкул çулне çитмен ачасен вĕрентÿ заведенийĕсем пурĕ 7, вĕсене 1029 ача çÿрет. Ку вăл районти шкул çулне çитмен ачасен 65,2 проценчĕ. Вăрмар поселокĕнче 4 ача сачĕ, вĕсенче 486 ача. 2010 çулхи декабрь уйăхĕнчи кăтартусем тăрăх ача садне кайма черетре 439 ача. ЧР Президенчĕн «Шкул çулне çитмен ачасен вĕрентÿ сферинчи пулăшусене ÿстермелли мерисем çинчен» Указĕ ачаллă çемьесене тĕллевлĕ пулăшасси демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни çĕнĕ ача сачĕсем çителĕксĕррине аван кăтартрĕ. ЧР Президенчĕн çак Указне пурнăçласа Вăрмар поселокĕнче çĕнĕ ача сачĕ тумалли проект планне хатĕрленĕ. Ача садне хăпартмалли çĕр лаптăкĕ (0,40 га) Çамрăксен урамĕнчи 10 тата 14 номерлĕ пурăнмалли çуртсем хушшинче вырнаçнă. Проектпа килĕшÿллĕн çĕнĕ объект кирпĕчрен тунă 2 хутлă, 140 вырăнлă çурт пулмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика