00:00 18 февраля 2011 г.
Февралĕн 14-мĕшĕнче чылай çĕршывсенче Çветтуй Валентин е юратакансен кунне паллă тăваççĕ. Вăрмарти Культурăпа кану центрĕнче çак уява халалласа «Юратнă çынсем валли - юрăсем» вăйă конкурс иртрĕ. «Авалхи хисеп историйĕ» программăпа уçăлчĕ вăл. Мĕн тĕрлĕ юрă янăрамарĕ пуль кунта: Э.Хафизов, А.Васильева, К.Яковлев, «Этаж-2», ВЭП ушкăн юррисене куракансем ăшшăн йышăнчĕç. Г.Васильевпа О.Васильева, Э.Захаровапа Н.Михайлова та пурне те çепĕç юрăсемпе тыткăнларĕç. «Созвездие» ташă ушкăнĕ çутă уçлăха чĕннĕнех туйăнчĕ. Литература конкурсĕ залра ларакансене сăвăсем çырма та хавхалантарчĕ. «Атьăр-ха, юрлар» конкурса хутшăнакансем юрату юррисем шăрантарса сăвăсем каларĕç, юрату çинчен ытарлă каларăшсем те нумай илтме пулчĕ зала килнисенчен черетлĕ конкурсра. Чи пĕлтерĕшлĕ парнесем мĕн пулчĕç çак каçра; Паллах, «Валентинкăсем».