АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Айккинче юлар мар

00:00 18 февраля 2011 г.

Районти Культурăпа кану центрĕнче Ыр кăмăллăх марафонне уçма райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин, район пуçлăхĕ В.Павлов, Вăрмар райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов хутшăнчĕç, хăйсем те укçа хыврĕç. Çавăн пекех райадминистраци, вĕрентÿ учрежденийĕсен, библиотека ĕçченĕсем, Вăрмар хула тăрăхĕн депутачĕсем, предпринимательсем тата ыттисем те марафона хутшăнчĕç. Константин Владимирович ыр кăмăллăх акцине хутшăнакансене пурне те тав сăмахĕ каларĕ. «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ вара малалла пырать.

Ачасен пурнăçне кăшт та пулин çăмăллатас тĕллевпе укçа пуçтарасси тăсăлать. Пирĕн районта 104 инвалид ача, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă 118, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ 150 ача пурăнать, сахал тупăшлă 1275 çемье шутланать. Марафона хутшăнакан кашниех хăй ырă ĕç тунине ăнланать. Май пур таран пурин те çак акцие хутшăнмаллах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика