00:00 15 февраля 2011 г.
2010 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче иртнĕ суйлавра тĕрлĕ сăлтавсене пула Кĕтеснер ял тăрăхне кĕрекен Эçпепе ялĕнчи - 9 ", Кивĕ Вăрмарти - 9 ", Пинерти - 2 ", Çĕнĕ Кинчерти 9 " округсенче ял тăрăхĕсен депутачĕсем суйланман. Саккунпа килĕшÿллĕн, кăçалхи мартăн 13-мĕшĕнче, çÿлерех асăннă ял тăрăхĕсен депутачĕсене çĕнĕрен суйлав ирттерсе суйламалла. Февралĕн 11-мĕшĕнче «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче жеребьевка иртрĕ. Кĕтеснер, Кивĕ Вăрмар, Пинер ял тăрăхĕсен депутачĕсен Пухăвĕн депутатне суйланма тăратнă 12 кандидат суйлавçăсене, жеребьевка пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, хăйсемпе мартăн 4-мĕшĕнче тухакан хаçат номерĕнче тÿлевсĕр паллаштарĕç. Суйлав умĕнхи агитаци материалĕсене хаçат тухиччен 3 кун маларах редакцине килсе памалла.
Ял тăрăхĕн депутачĕн мандатне илме кĕрешекен кандидатсенчен пĕри те суйлав фондне уçман, çавна май саккун тăрăх вĕсем валли хаçатра тÿлевлĕ вырăн уйăрмаççĕ.