00:00 15 февраля 2011 г.
Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкултан кăçал вĕренсе тухакансем Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн, Мари патшалăх техника университечĕн Сĕнтĕрвăрринчи филиалĕн преподавателĕсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн делегацине ертсе пыраканĕ проректор, биологи наукисен докторĕ Г.Ефремов профессор пулчĕ. Преподавательсем шкул ачисене аслă пĕлÿ заведенийĕн çитĕнĕвĕсемпе, пурлăх тата вĕрентÿ базипе, еплерех профильсемпе хатĕрленине паллаштарнă.
Мари патшалăх техника университечĕн Сĕнтĕрвăрринчи филиалĕпе çак вĕрентÿ заведенийĕн аслă методисчĕ Л.Мудрова паллаштарчĕ.