АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Таса ячĕсене тавăрнă

00:00 15 февраля 2011 г.

Раççей Федерацийĕн «Политика репрессийĕнче шар курнисен таса ячĕсене тавăрасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕр Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерстви политика тĕлĕшĕнчен айăпласа администраци йĕркипе ссылкăна, ялан пурăннă вырăнтан ирĕксĕрлесе кăларса янă, ятарлă поселение ăсатнă, ирĕкĕпе правине ытти тĕрлĕ меслетпе хĕснĕ çынсен тата ашшĕ-амăшĕпе пĕрле политика репрессине лекнĕ ачисен таса ячĕсене тавăрнă.

Çав шутра пирĕн район çыннисем те пур: Мария Игнатьевна Игнатьева, 1881 çулта Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралнă. 1930 çулта репрессиленĕ;

Пелагея Семенова, 1848 çулта Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралнă, 1930 çулта репрессиленĕ;

Фока Хрисанфович Хрисанфов, 1910 çулта Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралнă, 1930 çулта репрессиленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика