00:00 11 февраля 2011 г.
2011 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче тухнă Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн 32 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ пухакан, творчествăра, вĕренÿре, тĕпчев ĕçĕнче, наукăра, спортра, обществăлла ĕçсенче пысăк ÿсĕмсем тăвакан çамрăксене ятарлă стипенди пама пăхнă. Ăна кашни çулах сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен тÿлĕç. Çапла вара чи пултаруллисем кашни уйăхрах 250 тенкĕ илсе тăрĕç.