00:00 08 февраля 2011 г.
Иртнĕ шăмат кун Саруй ялĕнче йывăç пÿрт çунса кĕлленнĕ. Çула юртан хырса тасатманнине пула пушар машини ял урамĕнче путса ларнă, вут-çулăм хыпса илнĕ вырăна тÿрех çитеймен. Пушарниксен трактор çитессе кĕтме тивнĕ, хыççăн тин вут-çулăма сÿнтернĕ. Палăртнă тăрăх, пушар сăлтавĕ кил хуçи «Хĕвел» электроприборпа тимсĕр усă курни.
Пушар чаçĕн сотрудникĕсем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене урамсенчи çулсене юртан вăхăтра тасатса тăмалли пирки асăрхаттараççĕ.